Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Архипов Геннадий Николаевич

Архипов Геннадий Николаевич — Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ. 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Кун-ҫулӗ

1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗренсе тухнӑ, чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне пӗтернӗ. 1989 ҫултах ҫав факультетрах истори уйрӑмне куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илнӗ.

1982–1984 ҫулсенче Етӗрне районӗн ВЛКСМ комитечӗн организаци пайӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. 1984 ҫултанпа 1992 ҫулччен «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990–1994 ҫулсенче Чӑваш Респбликин Аслӑ Канашӗн депутачӗ, культурӑпа нацисем хушшинчи хутшӑнӑвӑн комитечӗн пайташӗ пулнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.

1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ. 2013 ҫулта конгресс ертӳҫин пуканне Угаслов Николай Фёдорович йышӑннӑ.

Ӗҫӗсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-02-04 11:10:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3968 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем